Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кооперативăн черетлĕ ларăвĕ.

00:00 27 декабря 2012 г.

    Паян кооператив правлениĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта малтанах выльăх - чĕрлĕх отраслĕн продуктивлăха ÿстерес тата унăн пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе тумалли ĕçсем çинчен хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ А.П.Романов тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăлах выльăх – чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарас, работниксене умри тĕллевсене пурнăçлама мобилизацилес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсемпе паллаштарасси пирки те чарăнса тăчĕ.

 Производствăлла участоксенче электроэнергипе, газпа, çĕр кăмрăкĕпе усă курасси, перекетлесси мĕнле пулса пыни çинчен тĕп энергетик А. А. Андреев каласа кăтартрĕ.

  Тĕп бухгалтер А. Т. Соловьева комплекслă бригадăсенчи тата кооперативри инвентаризаци акчĕсене çирĕплетесси пирки ыйту хускатрĕ.

  Хуçалăхри производствăлла участоксенче ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техникин правилисене тата пушартан сыхланмалли мероприятисем мĕнле пулса пыни çинчен ĕç сыхлавĕн инженерĕ Г.М. Ильин ăнлантарса пачĕ.

  Черетлĕ ларăвăн ыйтăвĕсене пăхса тухнă хыççăн кооператив председателĕ Г.И. Федоров пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. Гурий Иванович Çĕнĕ 2013 çула кĕтсе илес тĕлĕшпе кооперативра тата комплекслă бригадăсенче мероприятисем палăртасси пирки каласа хăварчĕ.

  Ларăвăн кун йĕркинче çавăн пекех актсемпе заявленисене пăхса тухнă тата бригада Совечĕсен йышăнăвĕсене çирĕплетсе хăварнă.

                

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика