Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » _Штраф пĕчĕк мар

07:31 03 июня 2014 г.

1987 çултанпа сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ çак куна табак тĕтĕмĕсĕр ирттерме сĕнет. Кашни çулах тĕрлĕрен девизпа иртет çак кун. Кăçал ăна "Табак туртассин шайне чакарасси, çынсен пурнăçне çăлса хăварасси" девизпа йĕркелеççĕ.

Юлашки çулсенче пируспа пит киленейменни куç кĕрет. Саккунсем çулсерен çирĕпленсе пыраççĕ. "Граждансен сывлăхне таврари табак тĕтĕмĕн витĕмĕнчен тата унăн юлашкийĕсенчен сыхласси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн ырантан мĕн пур апатлану заведенийĕсенче (кафесенче, барсенче, ресторансенче, кофейньăсенче, закусочнăйсенче тата ытти те) табак туртма чараççĕ. Çавна май обществăлла апатлану заведенийĕсен ĕçĕсенче улшăнусем пулса иртеççĕ.

Сĕтелсем çинче пепельницăсем пулмаççĕ. Унччен туртакансем валли ятарлă залсем пулнă, халĕ вĕсем пурте туртманнисемпе улшăнаççĕ. Заведенине кĕнĕ çĕрте, туалетра туртма юраманнине пĕлтерекен паллăсем çакмалла. Çавăн пекех ниçта та табак изделийĕсене рекламăлани пулмалла мар. Асăрхаттару паллисем пулманни, персонал саккуна пĕлменни яваплăха чакармасть.

Обществăлла апатлану заведенийĕсене ертсе пыракансемпе хуçасене кафесенче, ресторансенче, барсенче саккуна пăхăнманнине тĕл пулсан явап тыттараççĕ. Пỹлĕмре пирус туртма ирĕк панăшăн чи пысăк штраф - 90000 тенкĕ ( туртакана 1500 тенкĕ). Пирус туртма юраманнине пĕлтерекен ятарлă паллă пулмасан та ертỹçĕне 60000 тенкĕ таран штраф кĕтет. Табак изделийĕсене рекламăлама чарнине пăхăнмасан уйрăм предпринимателе 25000 тенкĕ, хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисемпе учрежденисене, предприятисене 60000 тенкĕ штрафлама пултараççĕ.

Сигарет туртма пăрахаканăн харăсах вăхăт та, укçа та, сывлăх та хутшăнать. Кунтан пысăкрах пуянлăх тата мĕн пур-ши?

Яльчикский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика