Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гурий Федоров: "Çăкăршăн çĕр ĕçченне - пысăк тав"

27 октября 2012 г.

Гурий Федоров:

    Сăмах хирти тырă пирки мар, кĕлетри пирки. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал та тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ, ăна тăкаксăр плмесене пухса кĕртнĕ. Çакăн пирки тата ял хуçалăх производствине аталантарассин тĕлĕшĕпе малашне мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртни çинчен Гурий Иванович Федоров председательтен тĕп-лĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр - Вырма кăтартăвĕсем тивĕçтереççĕ-и? Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май килчĕ-и? - Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме яланах кăмăллă: 763 гектар çинчен пурĕ 24740 центнер, кашни гектартан 32 центнер тухăç илме пултартăмăр. Тĕш тырă культурисене туса илессипе тата сутассипе ятарласа ĕçлекен пирĕн хуçалăхра тăрăшакан çĕр ĕçченĕн яваплăхĕ те пысăк. Вăл палăртнă чухлĕ тырă пухса кĕртмеллине анчах мар, ăна пысăк пахалăхпа, туянакан кăмăлне тивĕçтермелле туса илмеллине те лайăх ăнланать. Ума илнĕ тĕллеве туллин пурнăçлама пултарнин тĕп вăрттăнлăхĕ тыр-пул никĕсне агротехника ыйтнине пăхăнса хывса хăварнинче тесе шутлатпăр. Çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессинче минераллă удобренисемпе, кашни çул элита репродукцири вăрлăхсемпе ытларах та ытларах усă курма тăрăшни шăпах çакна çирĕплетет. Мĕн тума пултарнипе анчах çырлахни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Хальхи вăхăтра тухăçастермелли çĕнĕ мелсене алла илмеллине те лайăх ăнланатпăр. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх производствинче тĕп ĕç кирек хăçан та тыр-пул туса илесси шутланнă, малашне те çаплах пулĕ. Пире пурне те çĕр тăрантарать. - Тĕрĕсех, çăкăртан аслă пулаймăпăр. Сăмах май каласан, кăçал сирĕн хуçалăхра хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те ăнса çитĕннине куртăмăр. - 10 гектар çинче акнă хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кашни гектар пуçне шутласан 500 центнер тухăç пачĕ, сутлăх хакĕ те тивĕçтерчĕ. Пĕр сăмахпа, ăна çитĕнтерни усăллă пулчĕ, ỹкĕнмелли çук. - Уй-хирти кĕрхи ĕçсене - çĕртме сухи тăвассине, кĕр тыррисене акассине те сирĕн хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем яланхи пекех агротехника палăртнă вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Апла пулсан, çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ те шанчăклă. - Тытман кайăкăн тирне сме иртерех пулĕ те, анчах кĕрхи культурăсене чи лайăх вăхăтра акса хăварнине тата вĕсем хальхи вăхăтра мĕнле аталаннине курса хаклас пулсан, чăнах та, шанăç пысăк. Чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса акса хăварнă кĕр тыррисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 600 гектар йышăнать. Çак шутра кĕрхи тулăпа ыраша пĕтĕçтернинчен пулнă элита репродукцири тритикале, ПР-3 репродукцири "Волжский К" сортлă кĕрхи тулă, çĕнĕ культура - "Волжский первый" супер элита кĕрхи урпа та пур. Кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçлама хуçалăхри чи ăста механизаторсене çирĕплетнĕ. Пукрав уявĕ çитиччен вĕсем ялсенчи уйрăм çынсен пахчисене сухалассине те вĕçлерĕç. - Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем мĕнле? - Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçне иртнĕ çулсенче республика шайĕнче палăртни те пĕр хутчен анчах пулман. Хальхи вăхăтра та фермăсенче тăрăшакансем хăйсен шанăçне тивĕçлипе трре кăлараççĕ, çакна кăтартусем те уçăмлăн çирĕплетсе параççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра эпир усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 130 центнер аш-какай, 843 центнер сĕт туса илнĕ. Производствăна тата тухăçлăрах йĕркелесе пырас тесен çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме кирлине ăнланатпăр. Çакна шута илсе малашне фермăсенче пысăк реконструкци ĕçĕсене тума палăртатпăр. Çитес çул тĕнче шайĕнчи требованисене тивĕçтерекен комплекс тума пикенесшĕн, вăл сăвăнакан 500 ĕне вырнаçмалăх пулĕ. - Эсир, Гурий Иванович, хуçалăх ĕçĕшĕн пысăк тỹпе хывакан çынсене тивĕçлипе хавхалантарма пĕлетĕр. Савăнăçлă лару-тăрура хаклă парнесем парса чыс туни анчах мар, вĕсене тĕрлĕ шайри наградăсем, хисеплĕ ятсем илме пулăшассишĕн те хăвăр нумай тăрăшатăр, курăнать. - Хуçалăх экономикин тĕп пуянлăхĕ - çĕр тата унта ĕçлекен çынсем. Çакна шута хурса вĕсене хавхалантарасси ертỹçĕн тĕп тивĕçĕ тесе шутлатăп. Çамрăксене те куç умĕнчен ямалла мар, малашлăхра вĕсене шанмалла. Валентина Романова бригадир, Алексей Носов ферма заведующийĕ, Петр Анисимов тĕп агроном, Антонина Соловьева тĕп бухгалтер, Николай Соловьев тĕп инженер, Венедикт Носов, Александр Павлов, Владимир Анисимов механизаторсем, Валентина Изратова ĕне сăвакан оператор хăйсен пархатарлă ĕçĕпе, чăннипех, пысăк ят-сума тивĕçнĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн та ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Черетлĕ вырмари пархатарлă ĕçшĕн те пурне те тав тăватăп. Петр Андреевпа Виссарион Гаврилов, Валентина Романова бригадирсем, Владимир Анисимов, Валерий Андреев, Юрий Еремеев, Вячеслав Капламов комбайнерсем, Николай Головин, Александр Никифоров, Алексей Васильев, Сергей Андреев водительсем, Леонид Сусметов, Николай Александров, Анатолий Андреев, виçĕ пĕр тăван - Сергей, Владимир тата Вячеслав Абрамовсем, Александр Павлов, Геннадий Фотламов, Владислав Изратов, Юрий Изратов, Елисеевсем - ашшĕпе ывăлĕ - Вячеслав тата Олег, Венедикт Носов, Борис Соловьев, Николай Мазюкин механизаторсем тата ыттисем те уй-хирти ĕçсене хăвăртлатассишĕн канăçĕсене пĕлмесĕр тимлерĕç. Уяв, кану кунĕсене пĕлмесĕр фермăра тăрăшакансем пирки те чунри ăшă сăмахсене палăртатăп. Вĕсем: Валентина Изратова, Елена Кузьмина, Елена Григорьева, Валентина Григорьева, Светлана Федорова, Лариса Головина, Любовь Изратова ĕне сăвакан операторсем, Алевтина Носова, Галина Изратова, Валентина Головина, Раиса Степанова, Людмила Васильева, Альбина Абрамова, Алена Перцева, Зинаида Абрамова пăру пăхакансем, Николай Сусметов ертсе пыракан Кивĕ Эйпеçри сысна фермин коллективĕнче тăрăшакан Алена Гаврилова, Людмила Соловьева, Валентина Еремеева, Татьяна Панкратова, Маргарита Шекерова, пĕр тăван Катмаковсем - Борис, Геннадий, Ардалион Сусметов...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика