Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пысăк ĕç укçи - "Комбайн" хуçалăхра

19 октября 2013 г.

Районти 22 ял хуçалăх предприятийĕнче кăçалхи 9 уйăхра 983 çын ĕçленĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи, ĕçлекен пĕр çын пуçне шутласан, 10417 тенкĕпе танлашнă.

Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 8 ял хуçалăх предприятийĕнче - "Комбайн" ЯХПКра, "Победа", "АСК-Яльчики", "Энтепе", "Клевер" ОООсенче, "Прогресс" АХОра, "Сатурн", "Рассвет" ЯХПКсенче ĕç укçине ỹстернĕ. Çак тапхăрта "Комбайн" ЯХПКра тăрăшакансем (списокпа пурĕ 117 çын ĕçлет) алла чи пысăк ĕç укçи илнĕ - кашни ĕçлекенĕн пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ 13013 тенкĕпе танлашнă. Çав вăхăтрах кунта ĕçлекен çынсен хисепне те чакарман. "Победа" ОООра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 12721 тенкĕ пулнă. "АСК-Яльчики" ОООра вăл 12510 тенкĕпе танлашнă, анчах кунта иртнĕ çулхи çак вăхăтри списокрипе танлаштарсан, 3 çын сахалрах ĕçленĕ. "Энтепе" ОООра вара ĕçлекенсен хисепĕ те ỹснĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан шалу та 54 процент чухлĕ ỹснĕ - пĕр çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 11476 тенкĕпе танлашнă. Апла пулин те "Яманчурино", "Нива" агрофирма", "Эмметево" ОООсенче, "Колос" ЯХПКра, "Арланово" ОООра, "Кушка", Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Свобода", "Знамя" ЯХПКсенче, "Агропродсервис" ОООра, "Аранчеево" агрофирма" ОООра, "Марс" ЯХПКра, "Урожай" ОООра районăн вăтам кăтартăвĕнчен те сахалрах ĕç укçи тỹленĕ. Чи пĕчĕк шалу "Урожай" ОООра - 6935 тенкĕ.

С.МАЛОВА, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика