Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аграрисене иккĕмĕш хут шута илеççĕ

01 февраля 2014 г.

2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерессин тĕлĕшĕпе Росстат 2014-2018 çулсенчи мероприятсен планне çирĕплетнĕ.

Аграрисене пĕрремĕш хут 2006 çулта шута илнĕ. 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен, Раççей Федерацийĕн аякри территорийĕсеннче авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртет. Çырав кăтартăвĕсене 2018 çулхи тăваттăмĕш квартал тĕлне официаллă майпа пĕтĕмлетеççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн вырăнсенче çырав ирттерес тĕлĕшпе комиссисем çирĕплетме хушнă.

Статистика кăтартăвĕсем 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче лару-тăру мĕнле пулнине палăртĕç. Экспертсен шухăшĕпе, çырав ирттерни аграри политикин тухăçлăхне ỹстерме пулăшать.

Çыравра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен хуçисене, çавăн пекех çĕрсене тара илекенсене, выльăх-чĕрлĕх тытакансене шута илĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика