Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гурий Иванович ФЕДОРОВ: "Пирĕн тĕп пуянлăх - ĕçчен çынсем, ытарайми çĕр-аннемĕр" ("Елчек Ен")

22 октября 2014 г.

Гурий Иванович ФЕДОРОВ: "Пирĕн тĕп пуянлăх - ĕçчен çынсем, ытарайми çĕр-аннемĕр" ("Елчек Ен")

 

КĔСКЕ СПРАВКА:

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр çулсерен тухăçлă тыр-пул çитĕнтерекен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен пысăк продукци туса илекен "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ районти, республикăри малта пыракан хуçалăхсен йышĕнче. Ял хуçалăх предприятине, вăл йĕркеленнĕ кунран тытăнсах, Гурий Иванович Федоров ăнăçлă ертсе пырать. Çирĕп ыйтакан ертỹçĕ общество ĕçĕнче те хастар. Вăл - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕн кун-çулĕн кĕнекине ĕмĕрлĕх çырăнса юлма тивĕçлĕ, пĕрлешỹллĕ хуçалăха йĕркеленин юбилей уявĕ умĕн Гурий Федоровпа тĕл пулса калаçни вырăнлă та пулĕ.

- Эсир, Гурий Иванович, ял хуçалăх предприятине 20 çул пĕр улшăнмасăр ертсе пыратăр. Çак тапхăрта хăвăр мĕн ĕмĕтленнине, малтан шутласа хунине пурнăçланă пирки хавхаланса тата савăнса аса илме те пултаратăр пулĕ.

- Мал ĕмĕтлĕ çын, хуçалăх ертỹçи-и вăл, кирек кам пулсан та, мĕн шутланине пурнăçа кĕртме тăрăшать. Ун чухнехи лару-тăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе куç умне кăларса тăратас пулсан, пурнăç пирĕн чăтăмлăхпа теветкеллĕхе çирĕп тĕрĕсленĕнех туйăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем - экономикăра çирĕплĕх, пĕр тикĕслĕх çук тапхăр пулчĕ. Промышленноç кăларакан таварсем хресчен туса илекен продукцирен темиçе хут хаклăрах, çавна май çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени туянас, техника паркне çĕнетес, строительствăри ыйтусене татса парас ĕçсенче чĕрĕ нуша курнă вăхăтра çĕнĕрен йĕркеленнĕ нумай хуçалăх вăй илеймесĕрех саланчĕ. Эпир, телее, çак йыша лекмерĕмĕр. Тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнмасăр аталану çулĕ çине тăтăмăр. Хальхи вăхăтра республикăри чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен 100 АПК предприяти йышĕнче пулни, çавăн пекех тĕш тырă культурисен элита репродукцири вăрлăхĕсене туса илессипе тата вĕсене сутассипе, ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăхсен шутне çирĕплетни кашни кунхи ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пурнăçлама хистет.

- Ỹсĕмсем хăй тĕллĕн пулман. Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнчи çăмăл мар ĕçе йĕркелесе яма мĕнрен пуçăнтăр?

- Бартер, ал ылмаш мелĕпе ĕçленĕ вăхăтра тупăшлă, "чĕрĕ" укçа кỹрекен, çапла майпа хуçалăх экономикине çирĕплетме пулăшакан ял хуçалăх культурисене, аш-какай тата сĕт туса илессине малти вырăна хутăмăр. Пирĕн условире çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, пахча çимĕç (севок-сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр) тухăçлă çитĕннине, вĕсене тивĕçтерекен хакпа сутма та пулнине пĕлсе çак культурăсене кашни çул май пур таран ытларах лаптăксенче акса-лартса çитĕнтерме тытăнтăмăр. Ĕçе тухăçлă йĕркелеме хăнăхса пынă май пахалăхлă продукци туса илме вĕрентĕмĕр, ăна вара тата хаклăрах сутма май пулчĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен нумай продукци туса илни, хальхи вăхăтри пекех, хуçалăх енчĕкне çулталăк тăршшĕпех "чĕрĕ" укçапа пуянлатма май пачĕ.

- Халĕ кашни отрасль, ĕç участокĕ пысăк тупăшпа ĕçлет. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре?

- Йышпа пулсан - ĕç ăнать. Эпир те йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтертĕмĕр, çирĕпленнĕ ушкăнри специалистсемпе пĕрлешỹллĕ хуçалăхра тăрăшакансем хăйсене шанса панă вырăнсенче пĕр çемьери пек килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин тивлетне тата çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнине пула производство кăтартăвĕсем, ĕç тухăçлăхĕ çулран-çул ỹссе пырать. Ĕçлекенсен шалăвĕ те пысăк, çакă вĕсене икĕ хут вăйпа тăрăшса ĕçлеме хистет.

Çĕр ĕçне наука хушнă пек пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Кашни пусăм лаптăкпа пĕлсе усă курни, çĕр пулăхне пуянлатса тата агротехника требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пыни çанталăк условийĕсене пăхмасăр уй-хиртен кашни çул пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме май парать. Хальхи вăхăтра хамăрăн 2146 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курнисĕр пуçне Аслă Таяпа (220 гектар), Кĕçĕн Таяпа (200 гектар), Сăрьел (487 гектар) ялĕсенчи çĕрсем çинче те ял хуçалăх культурисем çитĕнтеретпĕр. Выльăх-чĕрлĕхрен туса илекен паха чĕр тавара та хальхи вăхăтра чи пысăк хакпа сутатпăр.

Юлашки 2013 çулхи ял хуçалăх çулталăкĕнчи кăтартусене тишкерес пулсан, пĕтĕмпе таса тупăш 14 миллион та 171 тенке, рентабельлĕх шайĕ 24,8 процента çитни, усă куракан кашни 1 гектар çĕр пуçне шутласан 32203 тенкĕ укçа пырса кĕни районти чи пысăк кăтартусенчен пĕри пулнă. Ỹсĕм-çитĕнĕве ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракан 117 çын вăйĕпе тунă. Çапла майпа кашни ĕçчен хуçалăха миçе тенкĕ тупăш кỹнине шутласа кăларма йывăр мар. Тата ытларах тупăш илес тесен çĕр ĕç культурисен, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне, ĕç тухăçлăхне ỹстермелле, продукци пахалăхне лайăхлатмалла тата хăй хаклăха чакармалла.

Кашни кунхи ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни тата кирлĕ таран продукци туса илни палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлама май парать. Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем те пысăк шанăç параççĕ. Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх продукцийĕсене туса илсе сутнинчен хуçалăх шучĕ çине 62 миллион та 628 пин тенкĕ, усă куракан 1 гектар çĕр пуçне шутласан 32199 тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Ĕçе тухăçлă йĕркеленине тата кирлĕ шайри продукци туса илсе сутнине кура ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекен пĕр çыннăн уйăхри вăтам шалăвĕ районĕпе чи пысăкки. Хальхи вăхăтра вăл 15129 тенкĕпе танлашать. Тивĕçлĕ шайри ĕç укçи тỹлеме пултарни çынсене кашни кунхи ĕçе хастарлăхпа хутшăнма хистемеллех.

- Историе аса илни те вырăнлă пулассăн туйăнать. Ял хуçалăх предприятийĕн малтанхи ячĕ те "Комбайн" пулнă. Вулакансене çакăн пирки кĕскен каласа кăтартас килет.

- 1930 çулта Кавалта "Комбайн" колхоз йĕркеленнĕ, Василий Николаева председатель пулма суйланă. Ун хыççăн колхоз председателĕнче Ефим Сынков, Сергей Павлов, Петр Головин, Поликарп Марков, Николай Смирнов ĕçленĕ. 1953 çулта "Комбайн", Кивĕ Эйпеç ялне пĕрлештерсе тăнă "Красный партизан" тата Питтĕпелти Пушкин ячĕпе хисепленекен колхозсем хуçалăха пĕрлешнĕ. Ăна Пушкин ятне панă, Илья Федорович Федорова председатель пулма суйланă.1959 çулта "Победа" колхозпа пĕрлешет. Вăл 9 комплекслă бригадăран тăнă. "Победа" колхоза Василий Зайцев ертсе пынă тапхăрта ĕçри çитĕнỹсемшĕн Ленин орденĕпе наградăланă. Сакăр çын "Социализмла Ĕç Геройĕ" ята тивĕçлĕ пулнă. Çав шутра Кивĕ Эйпеçри иккĕмĕш комплекслă бригадăна ертсе пынă Николай Панкратов та пур.

..."Комбайн" колхоз ун чухне те районта çеç мар, республикăра чи вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри шутланнă. Çакна 1935 çулта ялта республикăри акатуй ирттерни, унта ВКП(б) Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.В.Петров тата ытти пуçлăхсем килни çирĕплетет. Çав çулсенчи ырă ята çĕре ỹкерменнишĕн, хальхи вăхăтра пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçĕнче тăрăшакансем çамрăк ăрушăн витĕмлĕ тĕслĕх пулса тăнăшăн хавхаланатпăр, мухтанатпăр та.

- Гурий Иванович, эсир тăрăшнипе ял хуçалăх производство кооперативĕ яла аталантарассинчи кирлĕ мероприятисене пурнăçлассипе те пысăк тỹпе хывать. Мĕн пур ĕçе хутшăнма епле ĕлкĕретĕр?

- Çитĕнекен çамрăк ăрăва ялта пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ шайри пурнăç условийĕсем туса парасси пиртен нумай килет. Çакна эпир хамăрăн тивĕç тесе шутлатпăр. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх территорийĕнчи культура çурчĕсене темиçе çултанпа ял хуçалăх производство кооперативĕн укçа-тенкипе тытса тăратпăр. Кавалта спортзал хута ятăмăр, бильярд пỹлĕмне йĕркелерĕмĕр. Спорт ăмăртăвĕсене те кашни уявра анлăн йĕркелетпĕр, çĕнтерỹçĕсене тивĕçлипе хавхалантаратпăр. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăха юратма вĕрентес тĕллевпе йĕркелекен субботниксенче шкул ачисемпе пĕрле территорие тирпей-илем кĕртме хутшăнатпăр. Малашне ял хуçалăх предприятийĕн садне тата анлăлатма палăртатпăр. Кăçалхи кĕркунне те Кивĕ Эйпеçри шкул коллективĕпе пĕрле сад пахчинче пан улми хунавĕсене анчах 600-е яхăн тĕп лартса хăвартăмăр. Иртнĕ çулсенче лартнă йывăçсене те пĕрлехи вăйпа пăхса тăратпăр. Масарсене тирпей-илем кĕртме хутшăнатпăр тата унти ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăратпăр.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика