Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх - çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнинче ("Елчек Ен")

21 мая 2016 г.

Малашлăх - çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнинче ("Елчек Ен")

«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕн Питтĕпелĕнчи ферминче хĕрÿ вăхăт. Икĕ уйăх каялла тĕплĕ реконструкци тума тытăннă, 120 пуç ĕне выльăх вырнаçакан витери ĕçсене строительсем  çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче туса лартнă, юлашки вăхăтра ĕне выльăхсене карантинра тытнă вăхăтра усă курнă витен никĕсĕ те, стенисем те çирĕп. Çакна шута илсе унăн çивиттине  çĕнĕ йышши материалсемпе усă курса витме  тата ĕç условийĕсене паянхи пурнăç шайĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пыма май паракан кирлĕ механизмсене, тислĕк кăларакан транпортер вырнаçтарма палăртнă. Ялхуçалăх предприятийĕнчи Владимир Ильин инженер-строитель ертсе пынипе  юсав ĕçĕсене Николай Пчелов, Александр Игнатьев, Константин Федоров, Николай Лепешкин, Валерий Марков тата Иван Лепешкин пурнăçланă. Хусантан килсе çитнĕ проект ăстисемпе тĕл пулса çивиттине мĕнле витесси пирки канашланă.

- Пĕрре пикеннĕ вăйпа усă курса ун хыççăнах кунти тепĕр витене те реконструкци тума, çапла майпа малашне фермăри ĕне выльăхсен хисепне тата ÿстерме палăртатпăр, - терĕ Гурий Федоров председатель. Сăмах май, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине  малти вырăна хуракан ялхуçалăх предприятийĕнче отрасле малалла аталантарас тĕллевпе çулсерен укçа-тенкĕ сахал мар хываççĕ.

...Кунта çуллахи вăхăтра ĕнесене  ятарлă площадкăра сумалли мелпе темиçе çултанпах усă кураççĕ. Кавалти фермăра халĕччен пĕр харăс 18 ĕнене уйрăм боксра сунă. Ĕнесен хисепĕ ÿснĕ май вĕсене пĕр харăс сума 24 вырăнтан кая мар кирлĕ пулнине шута илсе  çуллахи лагере анлăлатма кирли куçкĕрет. Строительсен тепĕр ушкăнĕ хальхи вăхăтра шăпах çак ĕçре тимлет.

Сăнÿкерчĕкре: Константин Федоровпа Николай Лепешкин, Валерий Марковпа Иван Лепешкин Питтĕпелĕнчи фермăна реконструкци тунă çĕрте тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика