Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Николаев "Пултаруллă ертÿçĕ" .Елчĕк Ен

04 мая 2011 г.

  

   Гурий Ивановичăн ĕç биографийĕ «Победа» колхозра  пуçланнă.  1983-1994 комплекслă бригадăна пĕрлештерсе тăнă хуçалăхра тĕп инженер-строитель пулса ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче колхоз строительство ĕçĕсене нумай пурнăçланă. Г.Федоров ертсе пынипе производство, социаллă объектсем чылай çĕкленнĕ.

   Рынок тапхăрĕ «Победа» колхозшăн ç мăл килмен. Тĕрлĕ сăлтавсене пула вăл саланнă. Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, ялĕсенчи колхозниксем пĕр чăмăра пĕрлешнĕ. Ǎна ертсе пыма Гурий Ивановича шанса ял çыннисем  пĕрре те йăнăшман. 1994 çулта йĕркеленнĕ «Комбайн» хуçалăх малалла вăй илсе, çирĕпленсе пырать. Халĕ вăл районти чи вăйлă аталаннă производство кооперативĕсенчен пĕри. Кунта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем, çĕр ĕç культурисем туса илесси çулсерен ÿссе пырать. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен витесене реконструкци тăвассине, ăратлă выльăхсем туянса çитĕнтерессине, пысăк тухăç паракан ял хуçалăх культурисем туса илессине тĕпе хурса ĕçлет. Çулсеренех çĕнĕ техника, тĕрлĕ оборудовании туянать, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет. Çакă пĕтĕмпех хуçалăх ертÿçин рынок тапхăрĕнче ĕçлеме пултараслăхĕ пысăк пулни çинчен калать. Ял çыннисем Гурий Ивановича хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.

   Ял хуçалăх производствине аталантарассинчи пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Гурий Федорова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн  ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă, ытти наградăсемпе те чысланă.

   Хуçалăх ертÿçин яваплăхĕ пысăк. Гурий Иванович Федоров халăх шанăçне тÿрре кăларать. Ǎна малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума ырă сунатпăр.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика