Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас тырпул тухăçĕшĕн тăрăшаççĕ

26 августа 2015 г.

«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче кĕр тыррисене агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра акма тухнă.

Пулас тырпул тухăçне хальлĕхе 100 гектар лаптăкра хывнă, çав шутра кĕрхи тритикале - 66, ыраш 44 гектар шутланаççĕ. Эпир пурăнакан вырăнта пысăк тухăç алла илме ытларах шанăç кÿрекен кĕрхи культурăсене çитĕнтерессине ялхуçалăх предприятийĕнче иртнĕ çулсенчен тытăнсах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Производство планĕпе килĕшÿллĕн кĕр тыррисене кăçал 500 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Кĕр аки пахалăхĕ те пысăк пулмалла, мĕншĕн тесен вăрлăха тăпрана варăнтариччен малтан тĕрлĕ чир-чĕртен асăрханса  имçампа  тата ÿсентăрана хăвăрт аталанма пулăшакан микроудобренипе хутăштараççĕ.

Яваплă ĕçе пурнăçлама Леонид Сусметов механизатора çирĕплетнĕ. Валерий Степанов водитель, Станислав Соловьев, Николай Степанов, Николай Иванов сеяльщиксем  те шанчăклă çынсем. Анатолий Петров вара, Кивĕ Эйпеçри шкулта завхозра ĕçлекенскер, хĕрÿ вăхăтра тăван хуçалăхри уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнать.

Леонид Сусметов пушаннă лаптăксенче кĕрхи çĕртме сухи тума та ĕлкĕрет. Вячеслав Абрамов, Николай Александров, Леонид Головин механизаторсем те çак ĕçре пысăк яваплăхпа тимлеççĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика