Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕреççĕ

15 октября 2015 г.

Çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕреççĕ

Ялхуçалăх культурисен элита репродукцири вăрлăхĕсене çитĕнтерессипе тата вĕсене сутассипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ паха вăрлăх туса илнĕ çĕрте усă куракан çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет.

Кунта люцерна вăрлăхне юлашкинчен кондицие çитермелли, магнит порошокĕпе ĕçлекен К-590 «Петкус» йышши агрегат тата ют çĕршывра туса кăларнă тефпĕр çĕнĕ йышши техника - клеверотерка кÿрсе килнĕ. Клеверотеркăпа комбайнран çапăнмасăр юлакан клевер пучахĕсене тепĕр хутчен тĕшшине уйăрса илеççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, клеверпа люцернăна вăрлăхлăх çапса тĕшĕлеме ансат мар, епле тăрăшсан та пучахсем çапăнмасăр юлаççех. Çакăн пек техникăпа усă курни вара пысăк тăкаксенчен хăтăлма май парать,  ăна туяннин хакне те ытлашшипех саплаштарать. Çĕнĕлĕхсене алла илни ялхуçалăх предприятийĕ малашлăха курса ĕçленине çирĕплетет.

Иван Федоров тивĕçлĕ канура пулин те ялхуçалăх предприятийĕн ĕçне хастар хутшăнать, «ылтăн» алăллă çын кирек хăш çĕнĕ техникăна та «итлеттерме» пĕлет. Çавăнпа ăна кунта пурте хисеплеççĕ. Вера Соловьевăпа Валентина Головина ĕçченсем хальхи вăхăтра асăннă йышши К-590 «Петкус» йышши техникăпа усă курса курăк вăрлăхне алласа тасатма хутшăнаççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: Валентина Головина, Иван Федоров тата Вера Соловьева.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика