Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта йĕрке - унта ăнăçу

28 октября 2015 г.

Ăçта йĕрке - унта ăнăçу

Юлашки çулсенче тăтăшах чи лайăх  ĕçлекен республикăри предприятисен йышне кĕме тивĕçлĕ пулакан «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсемпе фермисенче тăрăшакансен чун хавалĕ иксĕлме пĕлмест. Производствăпа финанс кăтартăвĕсем ÿссе пынипе пĕрлех кунта ялхуçалăх предприятийĕн территорийĕнчи   вырăнсене хăтлăхпа тирпейлĕх кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрленине тĕрĕслекен комисси членĕсемпе пĕрле нумаях пулмасть  Кавал, Кивĕ Эйпеç тата Питтĕпел фермисенче пулса курнă хыççăн çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе калама пулчĕ. Питтĕпелĕнчи ферма  заведующийĕ  Мария Осипова производство кăтартăвĕсемпе кăмăлтан паллаштарнипе пĕрлех çуркуннехи тата çуллахи тапхăрта пĕрлехи вăйпа территорие тирпей-илем кĕртессипе пикенсе ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ.

Çакна хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Аякранах шăнкăрч йăви пек курăнса ларакан бригада çурчĕ йĕри-тавра тĕрлĕ чечексем çитĕнтернĕ, çуллахи вăхăтра вĕсем, паллах, тата хитререх пулнă. Ялхуçалăх предприятийĕнче нумай çул ветеринарта ĕçленĕ, тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр халĕ иккĕмĕш çул ферма коллективне ертсе пыракан Мария Осипова кунти пушă лаптăкра çитĕнекен çимĕç паракан йывăçсене те кăтартса çÿрерĕ.

- Кăçал та тĕрлĕ йывăçсем лартса хăвартăмăр, малашне кунта пысăк сад чĕрĕлессе шанас килет, - терĕ çутçанталăк тусĕ.  Ферма хĕрĕсем Надежда Трифоновăпа Людмила Перцева, Людмила Васильевăпа Раиса Степанова, Мария Никитинăпа Альбина Абрамова тата Надежда Васильева та аслă юлташĕн шухăшĕпе килĕшнине пĕлтерчĕç.

Ялхуçалăх производство кооперативĕ кăçалхи 9 уйăхра мăйракаллă шултăра выльăхсене 1024 центнер ÿт хуштарнă, пĕтĕмпе 2320 центнер аш-какай туса илнĕ. Çав шутра Питтĕпел ферминче самăртакан ĕне выльăх 529 центнер /иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 33 центнер ытларах/ ÿт хушнă, кунта 588 центнер /251 центнер ытларах/    аш-какай туса илнĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăнÿкерчĕкре: Питтĕпел ферминчи туслă коллектив.  

Первоисточник: Елчек ен

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика