Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Началась заготовка кормов ("Елчĕк Ен")

15 июня 2017 г.

15 июня 2017 г.

Кăçал çуркуннерен тытăнсах сивĕ çанталăк тăнине пула нумай çул ỹсекен курăксем кирлĕ пек аталанаймарĕç. Çавна май выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре хăш-пĕр йывăрлăхсем тухса тăнине шута илсе ялхуçалăх предприятийĕсенче курăка пĕрремĕш хут çулнинчен сенаж хывса хăварассине тĕпе хураççĕ.

- Çанталăк условийĕсене шута илсен те, халĕ шăпах сенаж хатĕрлемелли чи лайăх вăхăт. Курăка пĕрремĕш хут вăхăтра çулма ĕлкĕрсен иккĕмĕш хутĕнче вăл тата лайăхрах çитĕнĕ, унран паха утă хатĕрлеме пулĕ. Çакна шута илсе пурин те, вăхăта ырана хăвармасăр, çак ĕçе пикенмелле, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин.

Юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле нумай çул ỹсекен курăксене районта пуринчен те маларах çулма тухнă, ăна вĕтетсе траншейăсене те хывма тытăннă "Комбайн" ялхуçалăх производство кооперативĕнче пулса куртăмăр. Гурий Федоров председательпе Петр Анисимов тĕп агроном выльăх апачĕ хатĕрлемелли яваплă тапхăрти ĕç планĕпе паллаштарчĕç. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсем кунта пурĕ 800 гектар йышăнаççĕ, çав шутран 450 гектар çинчен (пурĕ 4500 тоннăран кая мар) сенаж туса илме палăртнă. 100 гектарĕ вăрлăхлăх лаптăк шутланать, 150 гектарне утă валли, ыттине кĕтỹ çỹретме уйăрнă.

Çĕнĕ йышши ялхуçалăх машинисемпе тухăçлă усă куракан ялхуçалăх предприятийĕн уй-хирĕнче хальхи вăхăтра пĕр харăсах темиçе техника ĕçлет. Михаил Андреевпа Евгений Лиготский механизаторсем КС - 1, КПС - 5 йышши агрегатсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ - вĕсем курăка çулса кушăхтарма валемсене хываççĕ. Владимир Васильев механизатора кĕрепле-ворошилка шанса панă, Гавриил Жирновпа Александр Никифоров паккуссенчи кушăхнă курăка вĕтетеççĕ, вĕсем ДОН-680, МАРАЛ-125 йышши комбайнсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Траншейăсенчи хатĕр сенажа пусăрăнтарма та хăйсен тивĕçне лайăх ăнланакан çынсене - Леонид Головинпа Станислав Елисеева çирĕплетнĕ.

...Район администрацийĕн пуçлăхĕ ялхуçалăх предприятине пĕрре килнипе усă курса шыв юххи пек илемлĕ ешерекен тыр-пул уйĕсемпе йĕтем вырнаçнă территорире тепĕр хутчен пулса курма пулса курма та кăмăл турĕ. Çакăн валли сăлтавĕ те пур. Мĕншĕн тесен вырма умĕнхи республика шайĕнчи канашлăва та "Комбайн" ЯХПКра ирттерме палăртнă. Республикăри уй-хир ĕçченĕсен кунта курмалли сахал мар. Ялхуçалăх предприятийĕ ытти çулсенче те пĕр хутчен анчах мар, çурхи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн кăçал та ĕç ăмăртăвĕн куçса çỹрекен кубокне тата хаклă парнине илме тивĕçлĕ пулнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе тата сутассипе те темиçе çултанпах ĕçлекен "Комбайн" ЯХПКра чи пысăк репродукцири - ПР-1, ПР-2, РМС йышши вăрлăхсемпе анлăн усă кураççĕ.

Белокпа пуян культура шутланакан пăрçа ани 121 гектар йышăнать. Вăл та ахаль йышши анчах мар. Палăртнă лаптăкăн 20 гектарĕ çинче пирĕн регионра сăнавра тăракан Кормовой усатый ятлă сорт çитĕнет. Пăрçан Варис сорчĕ те ПР-2 репродукцири шутланать, унăн лаптăкĕ - 6 гектар. Ытти анасене те çак культурăн чи лайăх сорчĕсене (Фрегат, Дударь) акса хăварнă. Унсăр пуçне, ятарласа тĕпчев ĕçĕ ирттерес тĕллевпе, кунта куккурусăн 22 тĕрлĕ сортне çитĕнтереççĕ.

...Вырма умĕнхи республика шайĕнчи канашлăва хатĕрленнĕ май йĕтем территорийĕнче те анлă ĕç пуçарса янă. Малтан йĕтем йĕри-таврашне çутă калайпа усă курса карта тытса çавăрнă. Хальхи вăхăтра кунти объектсесне çĕнĕ сăн кĕртессипе тимлеççĕ.

Светлана АРХИПОВА.



Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д. Избахтино, ул. Центральная, д. 53
Телефон: 8(83549)61-8-81; 8(83549)61-8-82
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика