15:38 31 октября 2013 г.
Хаклӑ ентешсем!
Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатпӑр!
Ҫак уяв ҫӗр-шыври паттặрла пулặмсемпе ҫыхặннặ. Ӑна Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынặ халặх ополченийӗ Мускава поляксенчен хặтарнặ куна асра тытса уявлаҫҫӗ. Пурте пӗр чặмặра пӗрлешни, пӗр ушкặнра пулни ˗ пирӗн тӗп вӑй. Ҫакӑ пире пур йывӑрлӑхран та тухма, кирек хӑш тӑшмана та ҫӗнтерме, ӑнӑҫу тума пулӑшать. Пур халӑхпа килӗштерсе пӗрлӗхре пурӑнни пире вӑйлӑрах пулма, ҫирӗпрех утӑмсемпе утӑмлама, палӑртнӑ пысӑк тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пыма май парать.
Уяв ячӗпе саламласа пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей,тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатпӑр. Ҫӗр-шыв, республика, район аталанӑвӗпе малашлӑхӗшӗн пурнӑҫлакан ӗҫсенче ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ пултӑр. Ҫемйӗрсенче килӗшӳпе ырӑлӑх хуҫалантӑр.
Елчӗк район пуҫлӑхӗ Р.Н. Молодова
Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин
Яльчикский район Чувашской Республики